Table Of Contentг
Ц - А ^ С Я -
I----------------------------1
Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева
ЧӐВАШ ЧЁЛХИ
Справочник
5-11-мёш кпассем валли
Национальная библиотека ЧР
4-040607
4-040607
ВОЗВРАТИТЕ КНИГУ НЕ ПОЗЖЕ
обозначенного здесь срока
Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева
ЧАВАШ ЧӖЛХИ
Справочник
5-11-мёш классем валли
Шупашкар
2006
УДК 373.167.1
ББК 81. 2 Чув — 922
С 32
Чӑваш Республикт
Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви
усӑ курма ирёк панӑ
Рецензентсем:
Н. П. Петров
—
филологи ӑслӑлӑхёсен докторе, профессор;
Т. В.Артемьева
—
педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачё, доцент
Нлти/ьндя ЕжлиотВИ!
Сергеев Л.П., Андреева Е.А.
С 32 Чӑваш чёлхи: Справочник. — Шупашкар: Чӑваш Респуб-
ликин вӗренӳ институчё, 2006. — 67 с.
© Сергеев Л.П., Андреева Е.А., 2006
© Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен
политикин министерстви, 2006
ХАКЛӐ ВӖРЕНЕКЕНӖМӖР!
Санӑн аллунта - чӑваш чӗлхи справочнике. Кунта 5-11-мӗш
классенче вӗренмелли грамматика материалне таблицӑсене выр-
наҫтарнӑ. Ку кӗнеке сана кирек хӑҫан та кирлӗ пулӗ: ҫӗнӗ
темӑна вӗренетӗн-и, маларах вӗреннине аса илетӗн-и, экзамена
е олимпиадӑсемпе викторинӑсене хатӗрленетӗн-и - справочник
яланах пулӑшма пултарӗ. Уйрӑмах вӑл темиҫе ҫул каялла пӑхса
тухнӑ ыйтусене аса илсе ҫирӗплетме меллӗ.
Кӗнекери материала шкул программинче вӗренме палӑртнӑ
йӗркепе вырнаҫтарса тухнӑ: фонетика, лексика, сӑмах тытӑмӗ,
морфологи тата синтаксис. Тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене мор
фологи ыйтӑвӗсем хыҫҫӑн пӗр ҫӗре пухса ҫырса кӑтартнӑ.
Кирлӗ материала шыраса тупма ҫӑмӑл пултӑр тесе кӗнекен
тупмалли пайӗнче вакрах темӑсене те кӑтартнӑ.
Справочникри чӗлхе материалӗ шкулти вӗренӳ кӗнекисемпе
шайлашуллӑ. Уйрӑмлӑхӗ - материала кӗскен, уҫӑмлӑн таблица-
сене вырнаҫтарса тухни. Правилӑсене тивӗҫлӗ тӗслӗхсемпе ҫи-
рӗплетсе панӑ. Вӗсемпе усӑ курса кашни харпӑр хӑй тӗллӗн
тишкерӳсем тума, пӗлӗве ӳсгерсе ҫирӗплетме пултарӗ.
Ҫак кӗнеке аслӑ шкулсене вӗренме кӗме ӗмӗтленекенсене те
усӑ кӳрӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан, ҫак справочник санӑн ҫывӑх юлташу
пулса тӑрасса эпир шанатпӑр, вӗренӳре сана ӑнӑҫусем сунатпӑр.
АВТОРСЕМ
3
ФОНЕТИКА
Пуплеври сасӑсем ҫинчен вӗрентекен чӗлхе ӑслӑлӑхӗн пайне
фонетика теҫҫӗ.
Алфавит
Аа, Аӑ, Бб, Вв, Гг, Дц, Ее, Ёё, Ёӗ, Жж, Зз, Ии, Йй, Кк,
Лл, Мм, Нн, Оо, Пп, Рр, Сс, Ҫҫ, Тт, Уу, Ӳӳ, Фф, Хх, Цц,
Чч, Шш, Щщ, ъ, Ыы, ь, Ээ, Юю, Яя.
Чӑваш алфавитӗнче пурӗ 37 сас палли, вӗсенчен 13-шӗ-уҫӑ
сас паллисем, 22-шӗ - хупӑ сас паллисем. Ъ, ь паллӑсем сасӑсене
пӗлтермеҫҫӗ.
Уҫӑ сасӑсем
Чӑваш чӗлхинчи уҫӑ сасӑсем, о сасӑсӑр пуҫне, мӑшӑрлӑ.
Хытӑ уҫӑ сасӑсем (хыттӑн
илтёнеҫҫё) а ӑ ы У о
Ҫемҫе уҫӑ сасӑсем
(ҫемҫен илтӗнеҫҫе) э ӗ и Ӳ
О сасӑ вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсенче ҫеҫ тӗл пу-
лать: орден, кино, домино, герой.
Сингармонизм
(уҫӑ сасӑсен килӗшӗвӗ)
Сӑмахри уҫӑ сасӑсем хытӑлӑхпа ҫемҫелӗх тӗлӗшӗнчен килӗш-
се тӑнине уҫӑ сасӑсен килӗшёвё (сингармонизм) теҫҫӗ.
4
Сӑмах тӗсӗсем Сӑмахри уҫӑ сасӑсем Тӗслӗхсем
1. Хытӑ сӑмах Пурте хытӑ Кушак, вӑкӑр, сысна, лаша,
автан, кӑркка, йӑмра.
2. Ҫемҫе сӑмах Пурте ҫемҫе Ӗне, кӗнеке, пӗлӗт, вӗрене,
эмел, кишӗр, ҫёлӗк.
3. Хутӑш сӑмах Хытӑ тата ҫем- Атте, анне, мучи, путек, пука-
ҫе уҫӑ сасӑсем не, тӑри, пӑри, шӑши, тиха.
Аффикссен хьггӑ тата ҫемҫе
варианчӗсем
Хытӑ сӑмах ҫумне аффиксӑн хытӑ варианчӗ, ҫемҫе сӑмах
ҫумне аффиксӑн ҫемҫе варианчӗ хушӑнать.
Хытӑ тата ҫемҫе Тӗслӗхсем
вариантлӑ аффикссем
-а(-е), -та(-те), -тан(-тен), у акан / екен
-па(-пе), -лӑх(-лёх), -у(-ӳ), / / сан / / сен
-на(-нё), -са(-се), -лан(-лен), лар ма пёл ме
-акан(-екен), -ма(-ме), нӑ XN нӗ
-малла (-мелле) т. ыт. те. \ у \ ӳ
Уҫӑ сасӑсен килӗшӗвне пӑсакан
аффикссем
Аффикссем Тӗслӗхсем
-сем: лашасем, сурӑхсем, йӑмӑксем;
-мёш: тӑваттӑмӗш, улттӑмӗш, саккармёш, вуннӑмёш;
-иччен: ҫыриччен, лариччен, вуличчен;
-скер: ваиласкер, пысакскер, аванскер;
-ё(-и): лаши, шкулӗ, йӑмри, вӑрманё
Хупӑ сасӑсем
Хупӑ сасӑсене каланӑ чух сывлӑш юхӑмӗ ҫӑвар хӑвӑлӗнчен
ирӗккӗн тухаймасть: ӑна ирӗккӗн тухма е чёлхе, е тутасем
чӑрмантараҫҫё.
Чӑваш алфавитӗнче пурӗ 22 хупӑ сас палли: б, в, г, д ж, з,
й, к, д м, н, п, р, с, ҫ, т, х, ф, ц, ч, ш, щ.
5
Юнашар таракан хупӑ сасӑсен пӗрпекленӗвӗ
Сасӑсем Калаҫҫе Ҫыраҫҫӗ
ҫс ҫимӗҫҫем ҫимёҫсем
калаҫҫа калаҫса
сш каяшшӑн каясшӑн
итлешшӗн итлесшён
шс шухӑшшем шухӑшсем
чӑрӑшшӑр чӑрӑшсӑр
тп вулаппӑр вулатпӑр
ӗҫлеппӗр ёҫлетпёр
тч калаччӗ калатчӗ
ӗҫлеччӗ ёҫлетчё
нл мӗлле мёнле
Хьггӑ тата ҫемҫе хупӑ сасӑсем
Хупӑ сасӑсен выранё Тёслӗхсем
Хытӑ уҫӑ сасӑпа юнашар тӑракан хупӑ вал, кӑмака, лаша, мӑк,
сасӑсем пурте хыттӑн илтӗнеҫҫё нум ай, пӑр, сӑмах, тыт
Ҫемҫе уҫӑ сасӑпа юнашар таракан хупӑ виҫё, кёпер, михӗ, нимёр,
сасӑсем пурте ҫемҫен илтӗнеҫҫё пӗлёт, сёлё, ҫёнё, тилё
Хупӑ сасӑсем янӑраса илтённи
Хупӑ сасӑсем Сӑмахри вырӑнӗ Тӗспӗхсем
к, п, с, ҫ, т, икё уҫӑ сасӑ така [тага], jvna [уба], сасӑ [саза],
X, ч, ш хушшинче выҫӑ [выз’а], ватӑ [вадӑ], сухал
[суХал], ача [аЧа], хуша [хужа]
янӑравлӑ хупӑ ҫамка [ҫамга], хӑмпӑ [хӑмбӑ], хар-
сасӑпа уҫӑ сасӑ сӑр [харзӑр], ҫулҫӑ [ҫулз’ӑ], карта
хушшинче [карда], сулхӑн [сулХӑн], арча
[арЧа], ҫулшӑн [ҫулжӑн]
Ялан янаравлӑ хунӑ сасӑсем
Хупӑ сасӑсем Сӑмахри сасӑ вырӑнё Тӗслёхсем
в, й, л, ль, м, н, нь, р сӑмах пуҫламӑшӗнче вӑрман; вайӑ, лаша
сӑмах варринче автан, йӑмра
сӑмах вӗҫӗнче лав, улӑм, сахал
6
Хупӑ сасӑсем
вӑрӑммӑн тата кӗскен илтӗнни
Хупӑ сасӑсем чӑваш сӑмахӗсенче кӗскен те, вӑрӑммӑн та
илтӗнеҫҫӗ, сасса вӑрӑммӑн е кӗскен калани пӗр сӑмаха теприн-
чен уйӑрса илме пулӑшать. Вӑрӑм хупӑ сасса ҫырура икӗ пӗр
пек сас палли ҫырса палӑртаҫҫӗ.
тётём тёггӗм тути тутти
така такка сивӗн сиввӗн
ӑшӑн ӑшшӑн вӑртӑн вӑрггӑн
алӑ аллӑ (50) пилӗк пиллӗк (5)
патӑр паттӑр ана Анна
хутаҫӗ хутаҫҫӗ
Кунашкал тӗслӗхсенчи кӗске хупӑ сасӑ яланах янӑраса ил-
тӗнет.
УДАРЕНИ
Сӑмах сьшӑкӗсенчен пӗрне вӑйлӑрах каланине ударени теҫҫӗ:
япалӑ, кӑмӑллӑ, кӑмпа, ҫамрӑк.
Ударени йӗрки
1. Сӑмахра ӑ, ӗ сасӑсем ҫук пулсан ударени яланах юлашки
сыпӑк ҫине ӳкет: хаҫат, пуканё, самана.
2. Сӑмах сыпӑкӗсенчи уҫӑ сасӑсем пурте ӑ, ё пулсан
ударени пӗрремӗш сьшӑк ҫине ӳкет: ҫӑмӑллӑх, пёлётлё, ҫёмӗртлӗх.
3. Сӑмах сьптӑкӗнче ӑ, ӗ сасӑсемпе пӗрле ытти сасӑсем те
пулсан ударени йӗрки ҫакӑн пек:
а) ударени нихӑҫан та ӑ, ё сасӑллӑ сыпӑк ҫине ӳкмест;
ӑ) ӑ, ё сасӑсем юлашки сыпӑкра мар чухне ударени юлаш
ки сыпӑк ҫине ӳкет: сӑмӑх, вӑрмантӑ, кӗнекесём, чӑрӑшлӑхрӑ;
б) ӑ, ё сасӑсем юлашки сыпӑкра е юлашки сыпӑксенче
пулсан ударени вӗсем умӗнчи сыпӑк ҫине ӳкет: пӑттӑрлӑх,
кӑмпӑҫӑ, ӑнлантӑмӑр, кӗнекёллӗ.
ЛЕКСИКА
Чӗлхери мӗн пур сӑмах йышне лексика теҫҫӗ.
Чӗлхе ӑслӑлӑхӗн сӑмахсене тӗпчесе вӗрентекен пайне лекси
кологи теҫҫӗ.
7
Сӑмахсен тӳрӗ тата куҫӑмлӑ пёлтерёшёсем
Сӑмахсен тӳрӗ пёлтерӗшӗсем Сӑмахсен куҫӑмлӑ пӗлтерӗшӗсем
ылтӑн ҫёрё ылтӑн алӑ
кемел укҫа кемел сывлам
куҫ харши чӳрече харши
иываҫ пасарна ҫӳҫ пасарна
иывар ҫеклем иывар еҫ
аша сет аша самах
Тӗслӗхсем: Ача ирех вӑранчё (тӳрӗ). Ҫут ҫанталӑк вӑ-
раячӗ (куҫӑмлӑ).
Синонимсем
Тӗрлӗрен илтӗнекен, ҫьшӑх е пӗр тан ӑнлава пӗлтерекен
сӑмахсене синонимсем теҫҫӗ. Тёслӗхсем: юмах, халап; мул-
кач, куян; ырхан, начар; хыткан, имшер; хӑпар, улӑх; тйн, ӑс;
мӑнтӑр, самӑр; чуп, ыткӑн, вӑркӑн; телей, ӑраскал.
Тӗслӗх: Васкасси васката, ытлашши ан хыпалан. (Ват. сӑм.)
Омонимсем
Пёр пек илтӗнекен, анчах тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене омо
нимсем теҫҫӗ. Тӗслӗхсем: Ҫул (дорога) - ҫул (год), шӑпӑр
(урай шӑлмалли) - шӑлӑр (музыка инструменчӗ), вӗрет (ҫил
вӗрет) - вӗрет (яшка вӗрет), пӑрҫа (ӳсен-тӑран) - пӑрҫа (чӗр
чун), уҫӑ (ҫӑрана уҫмалли) - уҫӑ (сулхӑнрах, сивӗрех).
Тӗслӗхсем: Ҫырма пуҫне пӑрҫа акрӑмӑр. - Пӑрҫа хӑй
пёчёккӗ, анчах хытӑ ҫыртать.
Антонимсем
Хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ, пӗр пуплев пайнех кӗрекен сӑмахсене
антонимсем теҫҫӗ. Тӗслӗхсем\ир — каҫ, ҫулла — хёлле, сивё —
ӑшӑ, хура - шурӑ, хӑпар - ан, кай - кил, тус - тӑшман, нумай -
сахал, ёҫпе - кан. Т ӗ с л ӗ х: Ёҫ ҫёклет, ӳркев ӳкерет (Ват. сӑм.)
Ятарлӑ сӑмахсем (профессионализмсем)
Пӗр-пӗр профессипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ сӑмахсене профессио
нализмсем теҫҫӗ. Тӗслӗхсем: сава, вӑрӑм сава, ик авӑрлӑ
сава, пӑчкӑ, ал пӑчки, мӑлатук, ножовка (столярсен сӑмахӗ-
сем); пыл хурчё, ама хурчӗ, ӗҫ хурчӗ, сӑрӑ хурт, ҫӑвӑр хурт,
вёлле, тӗтӗркӗч, хурт питлӗхё (утарҫӑсен сӑмахӗсем); вакцина,
диагноз, рентген, пинцет (тухтӑрсен сӑмахӗсем).